Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Поэтпа патша (Кӗмел Кӗпер)

Ҫитмӗл те ҫичӗ хайлавӑм пур,
Тӑхӑрвунӑ тӑххӑр сӑввӑм пур...
Хура Эльмук калани.
>>
— Эпӗ сана Чулман леш енне кайма каламанччӗ-и вара? — терӗ сиввӗн Ылттӑнпик Кул Алие. — Вӑйӑ мар кунта: вӑрҫӑ пырать...
— Эпӗ те ҫапла шутлатӑп, элтепер! — терӗ ҫирӗппӗн поэт. — Ҫавӑнпа ниҫта та каймарӑм ӗнтӗ. Хулана хӳтӗлеме юлтӑм. Хула ҫыннисен шӑпи — ман шӑпа.
— Пит нумай мӗн кӗтмелле-ха вара санран? Хӗҫ тытса ҫапӑҫма тухатӑп тетӗн-и? — тӗлӗнчӗ патша. — Эсӗ эккел мар. Эсӗ — поэт.
— Кирлӗ пулсан, хӗҫ тытса та... Анчах халлӗхе — юрӑпа. Хам поэт иккенне эпӗ манман. Халлӗхе юррӑмпа тӑшмана хирӗҫ тухрӑм эпӗ.
— Юрӑпа? — тӗлӗнчӗ патша. — Мӗн калаҫӑтӑн эсӗ, Кул Али?
— Атя, элтепер, хула мӗн калаҫнине итлер, — чӗнчӗ Кул Али патшана.
— Сана ӑсатса ярам, — килӗшрӗ патша. — Ҫапах та эсӗ, пирӗн юратнӑ поэт, ыранах Чулман леш енне тухса кай. Хӗҫ тытакансем сансӑрах пур. Ытла нумайӑнах мар пулсан та.
Кермен хапхинчен тухса, поэтпа патша Кӗмӗл кӗпер еннелле утрӗҫ.
— Тӑхта, — чарчӗ поэт патшана. — Акӑ, итле. Кӗмӗл кӗпер енчен юрӑ сасси илтӗнет:

Ӑсатса яр, савни, ӑсатса яр,
Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫарса яр...

— Ҫӗнӗ юрӑ ку, — терӗ патша. — Тӑхта, сан юрру-и? Ҫакӑн пирки калатӑн-и вара эсӗ?
— Ман юрӑ, — терӗ поэт. — Итлесе пӗтер, патша. Хулана сыхлама чӗнсе ҫыртӑм ку юрра. Паян ирхине кӑна. Акӑ, пӗр кун кӑна иртрӗ. Пӗтӗм хула юрлать.
Патшапа юрӑҫӑ пӗр самант хушши хула енчен илтӗнекен юрра итлесе тӑчӗҫ. Темле паллӑ мар юрӑҫӑ ҫынсен умӗнче юрлать пулас:
Тӑванах хулана сыхлас тесе,
Пӗтӗм халӑх паян ҫӗкленет.
Тискер тӑшмансене ҫӗнес тесе,
Урхамах-ут пӑлхар йӗнерлет.

Малалла вара юрра ушкӑн халӑх ярса илсе юрлама тытӑнчӗ:
Ӑсатса яр, савни, ӑсатса яр,
Кӗмел кӗпер урлӑ каҫарса яр.
Кӗмӗл кӗпер урла каҫнӗ чухне
Ҫӗнтерӳ сун, савни, пехил пар.

Каллех пӗчен юрӑҫӑ юрлать. Сасси яиӑравлӑ, кӗмӗл сасӑ, тӳпене ҫӗклене-ҫӗклене каять:
Урхамах-ут ирех пит кӗҫенет,
Хаяр вӑрҫӑ килет пулмалла.
Ман хӗҫ айне пулса тӑшман пӗтет
Ҫӗнтерӳҫӗ эпир пулмалла.

Каллех ушкӑн сасӑ хушса юрламаллине ярса илет:
Ӑсатса яр, савни, ӑсатса яр,
Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫарса яр.
Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне
Кӗмӗл питлӗх мана парса яр.

Ытарайми юрӑ, ытарайми юрӑҫӑ сасси, патша киленсех, ним хускалми итлесе тӑчӗ. "Кам-ши пӗччен юрӑҫи?" — шухӑшларӗ вӑл.
Тӑванах хулана сыхлас тесе,
Алтаспан-хӗҫ паян туптарӑм.
Тискер тӑшмансене ҫӗнес тесе,
Урхамах-утӑма утлантӑм.

Ушкӑнпа юрлама тытӑнчӗҫ каллех хушса юрламаллине:
Ӑсатса яр, савни, ӑсатса яр,
Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫарса яр.
Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне
Мана кӗтме, савни, сӑмах пар.

Сисмерӗ те патша, юрӑ кевви ун пуҫне кӗчӗ, вӑл хӑй тӗллӗн, сӑмахӗсене чухламасӑр ӑна ӗнерлеме тытӑнчӗ.
Тискер тӑшман пире ҫӗнеес ҫук,
Пӗтӗм халӑх паян ҫӗкленет.
Сана, савни, нихҫан манаяс ҫук.
Эс юратни мана вӑй кӳрет.

Халь ӗнтӗ — хушса юрламалли. Патша ун сӑмахӗсене пӗлет. Пӗтӗм халахпа пӗрле юрларӗ вӑл:
Ӑсатса яр, савни, ӑсатса яр,
Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫарса яр.
Пурҫӑн тутӑрупа, ай, сулса юл,
Кӗмӗл ҫӗрӗ витӗр пӑхса юл.

Юрӑ вӗҫленчӗ. Аякра-аякра ут ури сассисем илтӗнчӗҫ. Ахӑртнех, пӑлхар текӗрчӗсем пӗр ҫӗре пуҫтарӑнаҫҫӗ, ҫарпуҫӗсен элемӗсен айӗпе ҫапӑҫӑва кӗме хатӗрленеҫҫӗ пулас.
— Вӑйлӑ юрӑ! — терӗ патша. — Тавтапуҫ сана, Кул Али. Пӗтӗм халӑха ҫӗклекен юрӑ ҫуратрӑн эсӗ. Тӗрӗс калатӑн, юрӑпа та тӑшмана хирӗҫ кӗрешме пулать иккен.
— Каймалла-и манӑн тӑван хулана пӑрахса, Чулман леш енне? — кӑшт куларах ыйтрӗ Кул Али.
— Хӑвӑн кӑмӑлу, — ӑшшӑн кулса ячӗ патша. — Эпӗ сана кай тесе каламан. Каланӑ пулсассӑн та эсӗ ӑна илтмен. Поэта патша хушма пултараймасть. Поэт вӑл аслӑ Танкӑр панӑ ҫын. Ана Ҫӳлти Турӑ хӑй кӑна хушма пултарать...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-16 17:31:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2634 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем